Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.5 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кузьмин Лев Леонидович

Кузьмин Лев Леонидович (7.1.1937, Тутар АССР-ӗнчи Павлӑ районӗнчи Тӑмпарлӑ ялӗ — 10.6.2013, Ҫӗнӗ Шупашкар хули) — журналист, прозаик, драматург.

Пурнӑҫӗ

Уралти патшалӑх университечӗн (Свердловск х., 1967) журналистика факультетне вӗренсе пӗтернӗ. Совет Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ (1958-61).

С.М. Киров ячӗллӗ савутра (Челепи хули, 1956-1958), Челепири трактор савучӗнче (1961-1962) слесарь пулса ӗҫленӗ. «Кыштымский рабочий» хаҫат редакцийӗнче (Челепи облаҫӗ, 1962-1964) промышленность отделӗн пуҫлӑхӗ, «Магнитогорский рабочий» хаҫат редакцийӗнче (1964-1968) корректор, литература ӗҫченӗ пулса вӑй хунӑ. «Советская Чувашия» республика хаҫатӗнче (1968-1971) ятарлӑ корреспондент, Ҫӗмӗрлери «Вперед» тата Шупашкарти «Строитель» хаҫатсенче (1971-1972) литература ӗҫченӗ, Шупашкарти телестудире (1972-1973) кӗҫӗн редактор пулнӑ.

Малашнехи ӗҫ ҫулӗ ҫакӑн пек пулнӑ: «Советская Чувашия» хаҫатӑн литература ӗҫченӗ (1973-1974), Ҫӗнӗ Шупашкарти 4-мӗш стройтрестӑн «Знамя труда» хаҫачӗн корреспонденчӗ (1975-1980), Шупашкарти телестуди корреспонденчӗ (1980-1984), Шупашкарти трактор агрегачӗсен савучӗн (ЧЗПТ) «Тракторостроитель» хаҫатӗн редакторӗ (1986-1988), «Советская Чувашия» хаҫатӑн Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар тата Ҫӗрпӳ районӗсенчи ятарлӑ корреспонденчӗ (1988-1998, 2004-2006).

Пултарулӑхӗ

Тӗрлӗ ҫулсенче ҫӗршывӑн тӗп хаҫатӗсенче («Гудок», «Комсомольская правда», «Рабочая трибуна» тата ыттисенче) пичетленнӗ. Журналистика ӗҫне литература пултарулӑхӗпе пӗрле утса пынӑ. Унӑн пӗрремӗш калавӗсем «За трудовую доблесть» (Челепири трактор савучӗн хаҫачӗ), «Челябинский рабочий», «На страже Родины» (Ленинград ҫар округӗн хаҫачӗ) кӑларӑмсенче пичетленнӗ. Пӗрремӗш повеҫӗсем — «Град в солнечный полдень», «У тихой воды», «Звездочки на ладонях» — республикӑри «Ялав» тата «Дружба» журналсенче кун ҫути курнӑ.

Лев Кузьмин — «Тӑван кил» (1988) повеҫсен пуххин, «Ачашман ҫыран» (1984), «Хура юпа» (Чӑваш Енри сталин репрессийӗсем ҫинчен, 2004) романсен авторӗ. Унӑн «Ирхи кайӑк сасси» пьесине К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче лартнӑ.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-08-04 15:10:06 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем